Анне çăкăрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.07.2023, 10:59 Просмотров: 442

Редакцирен:

Сăкăтри Горбуновсен Дима ывăлĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнни пирки хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Унăн амăшĕ ялтан гуманитари пулăшăвĕ леçме каякансенчен кашнинчех çăкăр пĕçерсе парса яма тăрăшать. Килĕштереççĕ ăна салтаксем. Ашшĕ те ывăлне çул çине тухнă чухне яланах çăкăр илме сĕнсе пил парать. Вăхăтĕнче хăй те çапла пулнă. Ку хутĕнче вара ывăлĕ сăвă та шăрçаланă. Паян эпир вулакансене унпа паллашма сĕнетпĕр.

Асра тытса аваллăх йăлине

 Анне пĕçерчĕ кăпăш çăкăрне.

 Шап-шур пирпе тирпейлесе чĕркерĕм,

Салтак кутамккине эп хатĕрлерĕм.

Анне пĕçернĕ çăкăр çул çинче,

Хĕл сиввинче, шăн çĕр блиндажсенче

 Хăй ăшшипе пире чипер упратăр,

 Тăшман хаярлăхне çĕнме вăй патăр!

Салтак тусăмсемпе ăна пайлам,

Атте-анне сире эп тав тăвам.

Тăван çĕршыв ятне çỹлте тытатпăр,

Çĕнтерỹпе киле час таврăнатпăр.

Хушса юрламалли:

Анне пĕçернĕ çăкăр

Салтак кутамккинче.

Чипер кăна упратăр

Çак вăрçă хирĕнче.

Анне пĕçернĕ çăкăр

Салтак кутамккинче.

Пурăнăçа сыхлатăр

Çĕр чăмăрĕ çинче. Д

митрий ГОРБУНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика