Пĕтĕм тĕнчери "Артек" ача-пăча центрне вĕренỹре, спортра, искусствăра е общество пурнăçĕнче хастаррисем канма кайма тивĕçнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ.
Хура тинĕс хĕрринчи лагерьте канмашкăн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ тантăшĕсемпе хутшăнмашкăн Патăрьел муниципалитет округĕнчи Аслă Чементи вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Ангелина Макарова та ĕмĕтленнĕ.
Вăл шкулти пур предмета та юратса вĕренет, уроксене тĕплĕн хатĕрленет. Тăрăшулăхне кура тавра курăмĕ те, пĕлĕвĕ те ỹссех пырать. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтернине (уйрăмах сăвă калама ăста) тата спортра пысăк çитĕнỹсем тунине пула (район тата республика шайĕнче çуран тата йĕлтĕрпе чупса йĕркелекен ăмăртусенчен вăл яланах çĕнтерỹпе таврăнать) хĕр ача май уйăхĕнче "Артек" лагерьте канма путевка çĕнсе илнĕ. Унпа пĕрле Чăваш Республикинчен 33 ача çула тухнă. Ангелина каннă сменăна "Славе не меркнуть, традициям жить" темăна халалланă. Ку сменăра 31 çĕршывран 3000 ача каннă. "Голос. Дети" телепередачăра финала тухнă Александр Дудкопа канма тỹр килнĕ Ангелинăна. 9 лагерьтен хĕр ача "Лесной" ятлине (вăл шăп Артекăн варринче вырнаçнă) çакланнă. Туротряда лекме май пулманнипе (çул çитмен пирки), "Футбольный" отряд суйласа илнĕ вăл. 12-мĕш отрядра 18 ача пулнă, вĕсемпе 2 вожатăй ĕçленĕ. Хĕр ача каланă тăрăх, вĕсем ачасемшĕн чи ырă та тимлĕ ертỹçĕсем пулнă.
"Кашни отрядăн уйрăм тĕслĕ çи-пуç кунта. Пирĕн форма симĕс тĕслĕччĕ, пỹлĕмре 6 хĕр ачаччĕ. Вĕсем пурте Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕскерсем, Донецкран, Архангельскран, Мускавран, Белгородран...",- каласа парать Ангелина. "Шкулта эрнере 3 кун математика, вырăс тата акăлчан чĕлхисене, физика, хими предмечĕсене вĕрентеççĕ. Кашни кунах мероприятисем иртетчĕç. Эпир яланах ĕçлĕччĕ‚ пĕрре те салху ларман, гаджетсемпе усă курма вăхăт пулман. Тĕрлĕ экскурсие çитсе курни. Лаврецкий тата Воронцовский керменĕсенче пулни, Аю-Даг тăвĕ çине хăпарни асра юлчĕ",- калаçăва тăсать хĕр ача. Чи асра юлмалли самантсенчен пĕри - Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулни. Ангелина тата темиçе ача лагерьти пурнăç çинчен каласа панă. Ачасем ỹлĕмрен те республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнма хатĕр пулнине хыпарланă республика ертỹçине.
"Артек" питĕ илемлĕ вырăнта пулнине те каларĕ Ангелина. Вăл - тĕнчери халăхсен ачисен чи пысăк центрĕ. 218 гектар йышăнать‚ вĕсенчен 108 гектарĕ парксем. Пĕр енче Крым тăвĕсем‚ тепĕр енче - тинĕс бухтисем. Тусем çак вырăна сивĕ çилсенчен хỹтĕлеççĕ. Кипариссем хуралçăсем евĕр çул тăршшĕпе çума çумăн ỹсеççĕ. Юмахри сăнарсен кỹлеписем те тĕл пулаççĕ. Темĕн чухлĕ беседка, штаб‚ лабиринт‚ чуччу тата ытти йăпанмăшсем куçа илĕртеççĕ. Йывăçсем‚ илемлĕ чечек йăранĕсем‚ тĕлĕнмелли ỹсен-тăран‚ кактуссем... мĕн кăна çук пулĕ кунта!
Лагерьти апат-çимĕç пурне те килĕшнĕ. Кунне пилĕк хут апатлантараççĕ. Мĕн çиес тенине суйласа илме пулать. Улма-çырла та çителĕклĕ.
Шкулти пекех Ангелина хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Ташласа, юрласа, волейболла выляса палăрнă. Футболла выляса вĕсен "Лесной" ушкăнĕ мала тухнă, ыттисемпе пĕрле Ангелина медале тивĕçнĕ. Чи нумай çăлтăр пуçтарнă. Хастарлăхне кура ăна "Артек çăлтăрĕ" паллăпа чысланă. Кашни кунах хĕр ача дневник çырса пынă. "Артекра" ирттернĕ 21 кун нихăçан та манăçмĕ",- тет Ангелина.
Надежда КОШЕЛЕВА, Аслă Чемен ял
Ноябрь 2024 |