ПУРНĂÇРА шывсăр та, вучах ăшшисĕр те пурăнма çук. Вĕсемпе кирлĕ пек усă курмасан вара çак икĕ тĕрлĕ ырă икĕ тĕрлĕ усалпа та çаврăнса тухма пултарать. Акă, пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çак кунсенче çеç Кзыл Камышри пĕр хуçалăхра вутпа тимсĕр пулнăран мунчи çунса кайнă, Сăкăтра ỹсĕрле килĕнчех чикарккă мăкăрлантарнă арçын пушара тухма сăлтавланă, Çĕнĕ Ахпỹртре вара çỹп-çап çунтарнă чухне асăрханулăха шута илменрен кил хуçисем чутах шар курман... Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çур çулта тĕрлĕрен сăлтавпа 26 хутчен (пĕлтĕр ку вăхăтра 32 пулнă) пушар тухнă.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, енчен те эсир вут алхаснине курсан çийĕнчен мобильлĕ телефонтан "01", "101", "112" номерсемпе пĕлтерĕр. Шăнкăрав тỹлевсĕр.
Шыва кĕмелли тапхăр малалла вăй илсе пынă май ятарласа тĕрĕсленĕ вырăнсенче, ирĕк панă кỹлĕсенче çеç ишме юранине те манса ан кайăр! Çав вăхăтрах хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси те кашни çыншăн çирĕп йĕрке вырăнĕнче пулмалла.
Ноябрь 2024 |