Москит сетки шăна-пăванран хỹтĕлĕ, шăпăрлана вара...

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2023, 21:38 Просмотров: 402

ИНКЕК куçа курăнса килмест, çапах вăл ура айĕнченех йăтăнса тухма пултарать теççĕ. Асăрханмасан, тимлĕ пулмасан кирек кам та усал серепине çакланма пултарать. Акă, юлашки вăхăтра МИХра хваттере е кил-çурта шăна-пăван вĕçсе кĕресрен хỹтĕленме кантăк çине карса хунă москит сеткипе улталаннă, урама тухса ỹкнĕ ачасем пирки тăтăшах çыраççĕ.

Çак кунсенче çеç Шупашкарта каллех пĕчĕк пепке тăххăрмĕш хутран персе анса ашшĕ-амăшне хуйхă кăтартнă пирки хыпарларĕç. Пирĕн тăрăхра округ центрĕнче, Патăрьелĕнче, нумай хутлă çуртсем чылай. Ялсенчи уйрăм хуçалăхсенче те 2-3 хутлă хăтлă çуртсем пур. Çавăнпа та кантăксем уçă вăхăтра шăпăрлансем çакнашкал инкек туса хурасран асăрхансах тăмалла, вĕсене куçран вĕçертмелле мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика