Тутарстанра чăваш культурипе паллаштаракан Уяв йĕркеленĕ. Ăна чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă ялта - Сиктĕрме -Хусанкайра - ирттернĕ.
Мероприятие 15 пин ытла çын хутшăннă, вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата çывăх ют çĕршыв- сенчен çитнĕ. Уявра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи чăвашсен 100 ытла коллективĕн тата артистсен пултарулăхĕпе паллашма май пулнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегацийĕПатăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе хутшăннă. "Пашьел", "Чемен", "Илем" халăх фольклор ушкăнĕсен юрри-ташши те халăха тыткăнланă.
Уявран савăк кăмăлпа таврăннă. Вăл кашнийĕн асĕнче чылайлăха упранĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |