Питрав типпи вĕçленет

Категория: Публикации Опубликовано: 11.07.2023, 21:51 Просмотров: 440

ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн ыран, июлĕн 12-мĕшĕнче, Питрав типпи вĕçленет. Çак кун пысăк праçник, Иисус Христосăн 12 вĕренекенĕсенчен чи хастаррисене - Петрпа Павел апостолсене - асăнмалли кун. Питравра çемьешĕн ырлăх тата пурлăх ыйтаççĕ, вĕсемшĕн кĕл тăваççĕ, уява хатĕрленсе çурт-йĕре тасатаççĕ, тутлă çимĕç хатĕрлеççĕ. Вăл шутра сĕтел çинче çырла та пулмалла. Турра ĕненекенсем, чиркĕве çỹрекенсем типĕ тытса Турă юнне ăша илнĕ хыççăн ăна кĕлĕ çуртĕнче сăваплаттарса ас тивеççĕ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика