ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕнче 2023 çулхи çур çулта 465 гражданла акт çырнă. Кăтартусем савăнтараççĕ те, шухăшлаттараççĕ те... Телейлĕ ачалăх çулталăкĕн малтанхи çурринче 111 çемьене "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан сакăр ача ытларах çуралнă. Ырă пулăм çемьесемшĕн пысăк телей! Çав вăхăтрах 235 çын вилнĕ. Кăтарту пысăк пулин те, пĕлтĕрхинчен сахалтарах. Арçынсен вăтам ĕмĕрĕ - 67 çул, хĕрарăмсен - 78 çул.
Асăннă тапхăрта 51 мăшăра (пĕлтĕр 53 пулнă) çĕнĕ çемье çавăрнă ятпа саламланă. Шел пулин те 41 мăшăрăн çемйи тĕрлĕрен сăлтавпа арканнă. Кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12 тĕслĕх ытларах пулни, паллах, шухăша ярать.
Ноябрь 2024 |