"Пирĕн ялта кĕпер пур, каçса çỹрекен те пур, анчах - юсавсăр..."

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2023, 22:51 Просмотров: 365

 ЕНШИК ялĕнчи çамрăк хĕрарăм çак сăмахсене телефонпа шăнкăравласа пĕлтерсенех пуçра чăвашсен такмакĕ çуралчĕ: "Пирĕн ялта кĕпер пур, каçса çỹрекен те пур. Пирĕн ялăн хĕрĕсене качча илекен те пур...".

Ача амăшĕ Еншикпе Тикеш ялĕсене шыв урлă çыхăнтаракан сывлăшра çакăнса тăракан кĕпер пирки пăлханса калаçрĕ. Хăнăхнă çулпа çынсем сахал мар çулĕсене кĕскетеççĕ, тăтăшах унтан каçса çỹреççĕ-мĕн. Çапах та çак ĕлĕкхи каçма çинчи хăмисем ватă çыннăн шăлĕсем пек çеç тăрса юлнă. Вырăн-вырăнпа хăмасем пĕрре сиктерсе çеç пулни çынсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Каçма урлă ачасем те çỹреççĕ. Инкек куçа курăнса килмест, паллах. Çапах та кĕпере "сиплени" ăна сирме пулăшатех. Ырă ĕçшĕн çынсем те тав сăмахĕ калĕç...

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика