Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнчи çул çинчи куçăм çулсеренех кăткăсланса пырать. Çакă чăн малтанах техника шучĕ ỹссе пынипе çыхăннă. Хăш-пĕрводительсем çул-йĕр правилине пăхăнманни вара инкекпе те, синкерлĕ те вĕçленме пултарать.
Кăçалхи ултă уйăхра иртнĕ çулхи çак тапхăрти пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 14 авари пулнă. Вĕсенче пĕр çын вилнĕ (пĕлтĕр 3 вилнĕ), 25 çын (пĕлтĕр 17) аманнă. Çак тапхăрта ỹсĕрле авари тăвакансен шучĕ чылай ỹс- нĕ. Иртнĕ çул 3, кăçал вара çакнашкал 7 тĕслĕх пулнă. Саккун ку тĕлĕшпе çирĕп пулин те эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларакансем çав-çавах пур.
2023 çулхи çур çулта çуран пыракан çине кĕрсе кайнипе 1, ачасем хутшăннипе 2, хирĕçле килекен автомашина çине пырса кĕнипе 5 авари пулнă. Тĕслĕхсем пурте çул-йĕр правилине пăхăнманнипе, водительсен теветкеллĕхĕпе çыхăннă.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн сотрудникĕсем служба вăхăтĕнче, тĕрлĕрен профилактика операцийĕсен тапхăрĕнче административлă йĕркене пăхăнман водительсене, çуран çỹрекенсене те чылай тытса чараççĕ, протоколсем çыраççĕ. Ултă уйăхра мĕн пурĕ йĕркене пăхăнманнисене 4123300 тенкĕлĕх штраф панă, вĕсенчен 2481049 тенкине шыраса илнĕ.
Çакна та палăртса хăварасшăн. Юлашки вăхăтра çул çине тухма ирĕк паракан удостоверенисĕр руль умне ларакансен йышланчĕç. Вĕсем вара ыттисемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çак сăлтавпа çулталăк пуçланнăранпа 38 çынна административлă майпа айăпланă. 6 гражданина вара удостоверени çук гражданина хăйĕн транспортне çỹреме панăшăн штрафланă. Ку таранччен мототранспортпа 3 авари пулнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ çул çитмен ачасем.
Алексей МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |