Александр Софронов ентешĕмĕр Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хуни çур çул иртрĕ. Çав ятпа Аслă Чемен ял библиотекинче "Паттăр пулса çуралмаççĕ, паттăр пулаççĕ" паттăрлăх сехечĕ иртрĕ.
Саша 2000 çулхи чук уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тури Чакă ялĕнче кун çути курнă. Аслă Чементи ача садне çỹренĕ. Каярах Софроновсем Шупашкар хулине куçса кайнă, унта арçын ача 35 тата 37-мĕш шкулсенче вĕреннĕ. Юлашки икĕ çулне вара Совет Союзĕн Геройĕ А.Кочетов ячĕпе хисепленекен кадет вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлỹ пухнă. Яланах ырă кăмăллă, пултаруллă, сăпайлă пулнипе палăрса тăнă, лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Спортра çитĕнỹсем тунă. Çăмăл атлетикăпа, дзюдопа туслă пулнă. Спорт туризмĕпе аслисен виççĕмĕш разрядне тивĕçнĕ.
2019 çулхи чук уйăхĕнче çамрăк каччă çар ретне тăнă. Тепĕр 3 çултан вара контракт çырса Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă. 2022 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче 22 çулхи каччă Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса паттăррăн пуçне хунă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Сашăн ашшĕпе амăшне ывăлĕн Паттăрлăх орденне панă. Май уйăхĕнче вара вăл çуралса ỹснĕ çурт çинче Асăну хăми уçрĕç.
Асăну каçне клуб ертỹçи В.Фролов тата Л.Ежова библиотекарь ертсе пычĕç. Вĕсем Александр Тăван çĕршывшăн пынă кĕрешỹре хăйĕн пурнăçне шеллеменнине, вăл тата ытти салтаксем пуç хуни кăлăхах пулманнине, çĕнтерỹ пирĕн енче пулассине çирĕплетсе каларĕç.
Çавăн пекех Н.Латышева тата Н.Кошелева вĕрентекенсем, Сашăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ А.Макарова тухса каларĕç. Ангелина Б.Окуджавăн "До свидания, мальчики" сăвва пысăк туйăмпа каласа пачĕ. Мероприятие Аслă Чементи 5-7 классенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç, патриотла сăвăсем вуларĕç, юрларĕç. Пухăннисем паттăр çинчен хатĕрленĕ видеоролик пăхрĕç, фотоматериалсемпе, биографийĕпе паллашрĕç, пĕр самант шăп тăчĕç.
Надежда КОШЕЛЕВА
Ноябрь 2024 |