ВАТТИСЕМ анчăк авăк хỹрипе шухăшлать, тенĕ. Çавăнпа та урамра ирĕкре чупса çỹрекен йытăра шанчăк çук. Вăл сассипе вĕрсе хăратнисĕр пуçне çынна çав вăхăтрах çыртса илме те, суранлатма та пултарать. Темиçе кун каялла çеç редакцие Патăрьелĕнчи тĕп больницăра сипленекен Тикеш хĕрарăмĕ тарăхсах шăнкăравларĕ. Çакскер каçхине çеç (сиплев процедури кая юлса пĕтнĕ) килне таксипе кайма шутланă-мĕн. Çак тĕллевпе автомашина хуçисем тăтăшах пуçтарăнса тăракан лапам умне утнă. Сасартăк каçхи шăплăха çурса тăватă пысăк йытă сиксе тухнă хыççăн хĕрарăм хăраса ỹкнĕ, анчах йăлтах çухалса кайман, çывăхра ларакан пĕр машина çине чупса пырса кĕрсе ларнă. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Усалскерсемпе куçа-куçăн çеç юлсан тем те курса тăрăн... Килти е пĕр-пĕр организацинче хуралта тăракан йытăсене кăкаркăçра тытни çеç хăрушлăха сирĕ. Çакна пурин те шута илесчĕ.
Ноябрь 2024 |