ÇАНТАЛĂКĂН начар кунĕ, çулталăкăн япăх тапхăрĕ çук теççĕ. Анчах кирек хăçан та хамăра тирпейлĕ те пĕлсе тытни инкек-синкек сиксе тухасран çеç сыхлать. Уйрăмах çулла, шыва кĕмелли тапхăрта аслисем те, кĕçĕннисем те хăрушсăрлăх йĕркисене шута илмелле.
Акă, ку таранччен республикăра 15 çын шыва путса вилнĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ - ачасем. Пирĕн тăрăхра та кăçал çакнашкал пĕр тĕслĕх пулчĕ. Шăрăх кунсенче шыв хĕрне уçăлма, ишме, канма каяс текенсем яланах йышлă. Киленỹ ỹкĕнỹпе, инкекпе ан вĕçлентĕр тесен аслисен ỹсĕрле шыва кĕмелле мар, шăпăрлансене вара хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине ямалла мар. Кайсан та куçран ан вĕçертĕр!
Ноябрь 2024 |