ТЕПĔР чухне çулпа пыракан водительсем хĕрсе кайсах телефонпа калаçса пынине, çав вăхăтрах рульне хăрах алăпа çеç парăнтарнине курма пулать. Е тата çыхăну хатĕрне хăлхи çумне хунă та кукăрăлса ларсах калаçса пырать... Паян çакна çул-йĕр правилине пăснипе çыхăнтараççĕ. Автомашинăпа çула тухакан водительшĕн çакă йĕркене пăхăнманни, çав вăхăтах аварилле лару-тăру туса хума пултарни те.
Çакнашкал теветкелленекенсене машина çине вырнаçтарнă ятарлă техника оборудованийĕпе калаçмасан РФ КоАПăн 12.36.1 статйипе айăплаççĕ, 1500 тенкĕ штраф параççĕ. Тĕрĕссипе штрафран хăтăлма йывăр мар. Инçе çула тухса алла руль тытнă хыççăн водителĕн вăхăтлăха телефон пирки манмалла çеç.
Ноябрь 2024 |