Июлĕн 7-16-мĕшĕсенче Мускавра Манеж тỹремĕнче çулленхи апат-çимĕç продукчĕсен регионти бренчĕсен "Вкусы России" наци конкурсĕ гастрономи фестивалĕ шайĕнче иртнĕ.
Регионсен апат-çимĕç продукчĕпе паллаштарас ĕçе Раççей ял хуçалăх министерстви тата Мускав хулин правительстви йĕркеленĕ пулнă. Асăннă мероприятие РФ Президенчĕн регион бренчĕсене аталантарассин комплекслă программине вăя кĕртессин хушăвĕпе пурнăçланă.
Пирĕн республика конкурса тĕрлĕ сыр, шăрттан, премĕк тата ытти апат-çимĕç тăратнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республика бренчĕсемпе суту-илỹ сечĕсем те кăсăкланнă.
Чăваш хăмлипе чăваш шăрттанĕ "На всю страну" номинацире Раççейри чи лайăх вунă бренд йышне кĕнĕ.
Александр ИЛЬИН
Ноябрь 2024 |