"Хир кунĕ" курав - ĕçре пулăшу

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2023, 22:24 Просмотров: 285

Июлĕн 13-14-мĕшĕсенче Çĕрпỹ муниципалитет округĕнчи Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн сăнав хирĕсенче "Хир кунĕ-2023" курав иртнĕ. Сăмах май, ăна 2006 çултанпа йĕркелеççĕ. Кăçал аграри уявне Раççейĕн 17 регионĕнчи тата Белоруç Республикинчи 80 яхăн компани хутшăнма кăмăл тунă. Мероприятие хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Çавăн пекех ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та сăмах илнĕ. Вăл сумлă экспертсен ушкăнĕ чылай муниципалитет округĕн тыр-пул хирĕсене çитнине, малтанхи кăтартупа кĕрхисен тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулассине каланă.

Куравра ял хуçалăх культурин 240 ытла сорчĕпе, тăпрана кăпкалатакан, акакан, ỹсен-тăрана хỹтĕлекен, выльăх апачĕ хатĕрлекен тата тырă пухса кĕртекен техникăпа паллашма май пулнă.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те уй-хир куравне хутшăннă. Вĕсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе, ĕне-выльăх ĕрчетессипе, ял хуçалăх техникипе йĕркеленĕ çавра сĕтелсенче, ял хуçалăх техникине туса кăларакансем тата вырăна çитерме пулăшакансем ирттернĕ мастер-классенче пулнă, тĕрлĕ техникăна курнă.

- Çак мероприяти çĕнĕлĕхсемпе паллашма, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме, малашлăх тĕллевĕсене палăртма май парать, - тенĕ Рудольф Селиванов курав пĕлтерĕшне палăртнă май.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика