Çак уйăхра мĕн тумалла?

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2023, 22:31 Просмотров: 294

Кишĕрĕн çиелти туни ан симĕслентĕр тесен йăрана кăпкалатса, ỹсен-тăрана кăштах купалама юрать.

Тăпрана сирсе суханпа ыхра мăйăсене уçмалла, çакă вĕсене шултрарах ỹсме пулăшать.

 Купăста тавра кĕл, махорка сапмалла. Пуçĕ çинче хуртсем пур тăк - алăпа пухса илмелле.

 Çимĕç пама пăрахнă хыççăн çеç çырлине (виктори) çулса пăрахма, тĕмсене сайралатса çĕнетме, апатлантарса шăварма юрать, вăхăтра кăпкалатмалла.

Икĕ çул ỹсекен чечексен (маргаритка, незабудка, анютины глазки) вăррисене пухмалла, унтан акса калча ỹстермелле, тепĕр 2-3 эрнерен çĕр çине лартмалла.

 Ириса пайласа куçармалла.

Садра сăвăс, пыйтă, ытти кăпшанкă йывăç-тĕме сиенлеме пуçланине асăрхасан ыхра, помидор, армути, шапа хупаххи шĕвекĕсемпе сирпĕтмелле.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика