Сăнĕ - Хисеп хăми çинче

Категория: Публикации Опубликовано: 18.07.2023, 22:31 Просмотров: 275

Анат Туçари почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕн Раиса Крысован вăл. Раиса Вячеславовна "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп хăми çине кĕме тивĕçнĕ.

Ял варринче вырнаçнă почта çыхăну уйрăмне куллен çын утать. Камăн электроэнергипе, камăн газпа усă курнăшăн, теприсен килти çỹп-çапа тăкнăшăн татăлмалла. Уйăхсерен тỹлемелле вĕсене. Почта çыхăну уйрăмне Тутар Тимеш ялĕнче пурăнакансем те каçаççĕ. Утмалăх пур та. Çавах транспорт тытмалла мар. Çак тивĕçтерĕве почтальонкăсем те пурнăçлама хирĕç мар.

Виççĕн ĕçлеççĕ уйрăмра. Хăйĕн çитĕнĕвĕнче ыттисен тỹпине те курать Раиса Крысова. Кирек хăш ĕçе те пĕрле пурнăçлама тăрăшаççĕ вĕсем. Çур çултан çур çула çырăнтару йĕркелессине те, почта таварĕсене сутассине те... Почта банкĕн карттине сарассипе кредит парасси вара тỹрремĕнех хăй çинче. Кайрĕ вĕт самана.  Ялтан тухмасăрах çак çăмăллăхсемпе усă курма пулать халĕ. Вырăнта терминал пур. Пенси илекенсемшĕн тата та ансатрах. Карттăпа усă курса укçана кирек ăçта та куçарма май пур.

- Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлени умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшать,- тет уйрăмра 15 çул ытла ĕçлекен Надежда Перепелкина почтальонка.

 - Çырăнтарăва та çаплах йĕркелесе пыратпăр. Надия Салеевăпа иксĕмĕр "Авангард" хаçата 144 экземпляр валеçетпĕр.

Таварĕсене сĕнесси те виççĕшĕн çинчех. Чей, кофе, конфет, печени, кĕрпесем лайăх сутăнаççĕ. Акципе килекен таварсене хирĕçлемеççĕ. Пĕчĕк чĕркемлĕскерсене почтальонкăсем ватăсене килĕсене йăтса кайса параççĕ. Хĕвелçаврăнăш çăвĕ те тăтăш кирлĕ хуçалăхра. Акнă-лартнă чухне тĕрлĕ вăрлăх ыйтать халăх. Пахчасенчи илемлĕ çеçке çуракан чечексен тымарĕсене те кунтанах туянма пулать.

Анат Туçа кинĕ Раиса Вячеславовна. Ялта палламан çын çуках унăн. Çакă та ĕçре пулăш. Сутлăх хаçат-журнал килсессĕн кам хăшне вулама кăмăлланине лайăх пĕлет. Тепĕр чухне пĕр-пĕр хаçата кỹршĕ-аршăпа пĕрле çырăнса илме сĕнет. Пĕрне "Авангард" килсе тăрать пулсан, тепри "Хресчен сасси" е "Çамрăксен хаçачĕ" илет. Пĕри малтан, тепри ун хыççăн вулать вара. Хыпар-хăнара туллин пĕлме пулатех.

 Çуллахи вăхăтра тата йышлăн утаççĕ почтăна. Хуларан аслашшĕ-асламăш, кукашшĕ-кукамăш патне каникула килнĕ мăнукĕсем чăмлак, пылак шыв, шоколад илме хутлаççĕ. Кроссвордпа пуçватмăшсене кăмăллакансем пур. Телефон çине укçа хума те меллĕ тата ытти те.

Почта урлă çыру, бандероль, посылка яракансем те тупăнаççĕ. Тĕрлĕ тавар ыйтса яма ỹркенмеççĕ. Çак мелпе ытларах çамрăксем усă кураççĕ.

- Умри тĕллевсене кашнийĕнчех чыслăн пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Халăхпа ĕçлемелле пирĕн. Çакна мала хуратпăр,- тет Раиса Крысова. Çавăнпа Елчĕк почтампт коллективĕн йышĕнче те сумлă Анат Туçари почта çыхăну уйрăмĕн туслă йышĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика