Шашкăлла вылянă

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2023, 23:40 Просмотров: 250

 "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче кире пуканĕ йăтассипе, шашкăлла выляссипе палăрнă Петр Данилов спорт ветеранĕ 75 çул тултарнă май унăн призне çĕнсе илессишĕн вырăс шашкипе турнир иртнĕ.

Ăмăртăва 8-ăн хутшăннă, ăна Швейцари системипе 9 турпа йĕркеленĕ. Çĕнтерỹçĕсене пухнă очкосене шутласа палăртнă.

Турнирта Владислав Антонов - пĕрремĕш, Анатолий Тинюков - иккĕмĕш, Николай Федоров виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе, парнесемпе чысланă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика