Ял уявĕ савăк кăмăл парнелерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2023, 23:41 Просмотров: 213

 Çак кунхине Пăлапуç Пашьел ял вĕçĕнчи кану паркĕн илемлĕ лапамĕ ирпе-ирех савăнăçлă юрă-кĕвĕпе янăраса çеç тăчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ял кунĕн савăнăçне пĕрле пайлама хапăл тунă хăнасем, ентешсем, илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсемпе арçынсем чăн малтанах ушкăнăн-ушкăнăн капăр сцена умне пуçтарăнчĕç.

 Пăлапуç Пашьел ял уявĕ пысăк вăйă картинчен, ĕлĕкхи йăла-йĕркепе пурте пĕрле карталанса юрланинчен, хăпартланса ташланинчен пуçланчĕ. Вăйă картине ялти сакăр урамра пурăнакан хастарсемсĕр пуçне Пăлапуç Пашьелĕнчи халăх ансамблĕ, Первомайски территори пайĕнчи Владимир Верликов ертсе пыракан сцена ăстисем, Елчĕк районĕнчен, Мускавран, Тутар, Удмурт Республикисенчен, Санкт-Петербург тата ытти аякри хуласенчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç, уява пысăк илем кỹчĕç.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, Пăлапуç Пашьел территори пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев хутшăнчĕç. - Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем пĕрлехи вăйпа ĕçлеме те, кар тăрса хавхаланма, канма та пултараççĕ. Ку енĕпе Пăлапуç Пашьелсем яланах кăтартуллă. Паян ырă йăла-йĕркене малалла тăсни, чăваш халăхĕн культурине аталантарни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ,- терĕ Рудольф Васильевич кану паркне пухăннисене уявпа саламланă май. Ял уявĕн сцени çинчен ырă та ăшă сăмахсем чылай янăрарĕç. Общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартакансене, ял аталанăвĕшĕн тăрăшакансене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе, парнепе чысларĕç, сцена ăстисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Уçланкăри волейбол, футбол, кĕрешỹ лапамĕсенче спортсменсем хăйсен вăйне виçрĕç, пултарулăхне кăтартрĕç. Ăмăрту çĕнтерỹçисене пурне те тивĕçлипе хавхалантарчĕç.

 Пăлапуç Пашьел ял уявĕн чи пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă пайĕ - сакăр урамра пурăнакансем хушшинче йĕркеленĕ конкурс. Вĕсем кашни çулах хăйсен çурт кĕтесне (çаплах калас килет) капăрлатса илемлетеççĕ, чăвашсем ĕлĕк-авалах хатĕрленĕ çимĕç пĕçерсе тухаççĕ: пỹремеч, улма хăпартми, хуплу, тăварланă çу тата ытти те. Чăваш хăмлинчен вĕретнĕ кăпăклă сăра вара яланах кĕреке илемĕ шутланать. Конкурса хутшăннисен çимĕçне хисеплĕ жюри членĕсем пахаларĕç, кашнинех тĕрлĕрен номинаципе хак парса парнепе хавхалантарчĕç.

 Чылайччен кĕрлерĕ ял уявĕ Пăлапуç Пашьелĕнче. Ватти-вĕттине пĕрлештерекен кун пуриншĕн те нумайлăха асра юлĕ.

Альбина ЕГОРОВА

ХАКЛАВ

Леонид АЛЕКСАНДРОВ, Пăлапуç Пашьел ял старости:

- 2010 çултанпа эпир ял уявне Питрав çывăхнелли канмалли кунта паллă тăватпăр. Маларах вара ăна хĕлле уявланă. Çулсем иртсе пынăçемĕн ял уявĕн пĕлтерĕшĕ, сумĕ ỹссе пыни сисĕнет. Кашнийĕнчех пирĕн уява сумлă хăнасем хутшăнни те çакнах çирĕплетсе парать. Кăçал та Пăлапуç Пашьелсем ял праçникĕнче хăнасемпе пĕрлех чун-чĕререн савăнчĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика