Патăрьелĕнчен Чĕмпĕрелле каякан çул çинчи "Татнефть" автозаправка станцийĕн территорийĕнче çул çỹрекенсене кĕл тумалли "Ирек" ятлă çурт ĕçлеме пикеннĕ.
Ăна чыслă лару-тăрура уçнă çĕре муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов, Патăрьел тата Шăнкăртам территори пайĕсен начальникĕсем Николай Ялуковпа Марат Айзатуллов, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Галиаскар Козлов хазратпа Раис Яфизов хазрат имамсем хутшăннă.
Çул хĕрринче вырнаçнă тип-тирпейлĕ çуртра иртен-çỹрен кĕл туса çăвăнма, хăтлă условисенче намаз вулама пултарĕ. "Пỹлĕмсем кирек кам валли те пур. Унта мăсăльман тĕнне ĕненекенсем çеç мар, ыттисем те чарăнма пултараççĕ. Канма е тум улăштарас кăмăллисемшĕн те алăксем уçă. Кунта мечĕт мар, имам çук. Çапах та кĕлĕ вулама пултарĕç",- палăртнă республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |