Çут çанталăк сиен кỹнĕ ыйтăва пăхса тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2023, 10:49 Просмотров: 196

Патăрьел муниципалитет округĕн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов ертсе пынă.

Ларура округ территорийĕнче вăрах вăхăт шăрăх та типĕ çанталăк тăнă май ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче уй-хир культурисене сиен кỹнĕ ыйтăва пăхса тухнă. Кун пирки муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев тухса калаçнă, метеостанци кăтартăвĕпе тăпра типĕлĕхĕ ял хуçалăх культурисене вегетациленĕ тапхăрта сиен кỹнине пĕлтернĕ.

Комисси ларăвĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн уйрăмне специалистсене явăçтарса çак ыйтăва çирĕп тĕпчеме, çут çанталăк пулăмĕпе пулнă пурлăх сиенне хаклама, мероприятисен планне туса хатĕрлеме сĕннĕ.

Çавăн пекех комисси Патăрьел муниципалитет округĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва "хатĕр пулмалли" ("повышенная готовность") режим йышăну тунă, муниципалитет округĕн администрацийĕ постановлени кăларнă.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика