ÇУЛЛАХИ каç кĕске пулин те урамра тĕттĕм чухне уйăх çутипе çеç çỹреме ансатах мар. Уйрăмах ватă çынсем такăнса ỹкме те, алă-урана суранлатма та пултараççĕ. Тикеш ялĕнчи Первомайская урамри юпасем çинче каçсерен электроçутăсем ялтăранă чухне урампа утма та хăрушă мар. Юлашки вăхăтра час-часах çутă пулманни е сỹнсе ларни вара кунта пурăнакансене тарăхтарать те, пăшăрхантарать те. Шăпах çак шухăша пирĕн редакцине çитерчĕç те кунта пурăнакансем.
Ноябрь 2024 |