Вут-кăвар кирек хăçан та хăрушă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2023, 11:01 Просмотров: 167

Кĕске вăхăт хушшинчех пурнăç тăршшĕпе пухнă пурлăх кĕл пулса юрăхсăра тухать. Вут-çулăмăн чĕлхи те вăрăм, хăвачĕ те вăйлă теççĕ. Чи хăрушши вара инкек синкерлĕхпе вĕçленни, пушарта çыннăн пурнăçĕ татăлни.

2023 çулхи пĕрремĕш çур çулта Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче 26 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта пушар хуралĕн сотрудникĕсем 31 хутчен вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран пĕлтĕр те, кăçал та тăватă миллион ытла тенкĕлĕх пурлăх çунса юрăхсăра тухнă.

Шута илнĕ пушарсем ытларах килти хушма хуçалăхсенче пулнă. Çынсем электроприборсемпе усă курнă чухне асăрханулăха тĕп вырăна хуманран 14 хутчен вут-кăвар тухнă. Сăмах май каласан, çак сăлтавпа çулсеренех нумай инкек пулать. Çур çулта вут тĕртнĕ пĕр тĕслĕх пур. Агропромышленность, производство, суту-илỹ, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсенче пушара шута илни те малашне ĕç вырăнĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине, кашнийĕ ку тĕлĕшпе яваплăха туйса ĕçлемеллине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Манса каймалла мар, вут-çулăма парăнтарма мар, унтан сыхланма çăмăлтарах.

Территори пайĕсемпе илес пулсан çакна палăртса хăвармалла. Куçăхтарас марччĕ, Ыхра Çырми, Пăлапуç Пашьел, Çĕньял, Аслă Чемен территори пайĕсенче пĕлтĕрхи çур çулта та, кăçалхинче те пĕр пушар та пулман. Туçа территори пайĕнче вĕсен шучĕ икĕ хут ỹсрĕ, пĕлтĕрхи çур çулта иккĕ, кăçалхи ултă уйăхра 4 пушар пулнă. Çавăн пекех Çĕнĕ Ахпỹрт, Сăкăт территори пайĕсенче те вут-кăварпа çыхăннă инкексен шучĕ иртнĕ çулхинчен ытларах. Первомайски, Шăнкăртам территори пайĕсенче пушарсем сахалланнă.

Çакна та палăртса хăварас килет. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче III класлă пушар хăрушлăхне çирĕплетнĕ май уйрăмах вăрманта вут-çулăм инкекĕ тухас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та унта кăвайт чĕртме пачах юрамасть! Чрезвычайлă лару-тăру режимĕ вăхăтĕнче вăрманта пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман граждансене 40-50 пин тенкĕ, должноçрисене 60-90 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисене 600 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таранах штраф параççĕ. Хамăра вăрманта е унăн таврашĕнче йĕркесĕр тытни питĕ хака кайса ларма пултарать.

Асăрхаттаратпăр: енчен те эсир ăçта та пулин вут-çулăм алхаснине курсанах тỹрех 01,112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Андрей СИМУКОВ, Патăрьел округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика