Чĕмпĕр облаçĕн Сарă ту облаçĕпе чикĕленекен аякри кĕтесĕнче вырнаçнă Кăлаткăпуç районне çитме Патăрьелĕнчен виççĕр çухрăм ытла та каймалла. Кунта ытларах (95 процент) тутарсем пурăнаççĕ. Чăваш ялĕсем те пур. Вĕсенчен пĕри, Кăлаткă текенскер (Чувашская Кулатка), таврари паллă ял. Кунта Чăваш писателĕсен союзĕн пĕрремĕш съезчĕн делегачĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30 çулĕсенче чăваш тĕнчинче анлă палăртнă Иван Игнатьевич Кураков (Курак Иванĕ) çуралса ỹснĕ. Çакăнтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Иван Васильевич Ильгачев чăваш пурăннă.
Çаксене шута илсе ял хастарĕ, Балаково хулинче тĕпленнĕ Василий Николаевич Якушов пенсионер чăваш ячĕ ан пĕттĕр, пулас ăру валли çак паллă сыхланса юлтăр тесе кăçал хăйĕн укçи-тенкипе тата юлташĕсем пулăшнипе укăлча тĕлĕнче ял ятне кăтартакан мăнаçлă стела лартса хунă. Сăмах май каласан, ăна Патăрьел хастарĕ Леонид Хлебников усламçăн ĕç цехĕнче эрешлесе капăрлатнă.
Çак кунсенче Кăлаткă ял хапхинчи стела патĕнче чăвашсемпе сумлă уяв ирттернĕ. Унта ял çыннисем, аякран е çывăхран килнĕ хăнасем, вырăнти влаç представителĕсем тата ытти те хутшăннă. Вăл чăн-чăн ял уявĕ пекех иртнĕ. Пархатарлă ĕçе пысăк хак панă, ăшă тав сăмахĕсем хыççăн ял клубĕнче культура ĕçченĕсем паха концертпа савăнтарнă.
Аякри чăвашсен ял хапхине уçнă çĕре Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен муниципалитет округĕн Общество палатин председателĕн çумĕ, пичет ветеранĕ Николай Ларионов (вăл 2021 çулта республикăри "Тăван Атăл" журналта Кăлаткăпа унăн çыннисем пирки пысăк статья кăларнă), пирĕн ентешĕмĕр, Кĕçĕн Патăрьел чăвашĕ, Пушкăрт Республикинчи чăвашсем валли кăларакан "Урал сасси" хаçат редакторĕ Юрий Михайлов журналист та хутшăннă, савăнăçа пĕрле пайланă.
Сăмах май каласан, юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче те çакнашкал пархатарлă та хисеплĕ ĕç вăй илсе пырать. Вырăнти хастарсен, ял халăхĕн тăрăшăвĕпе чылай ял хапхине çĕнетсе стелăсем вырнаçтарчĕç, пырса кĕрекен вырăнсем капăрланчĕç. Ырă пулăм пирĕн тăрăхра малашне те пурнăçа кĕрсе пырĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |