Кăçал пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 78 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Çĕнтерĕве çывхартма ачасем те пысăк тỹпе хывнă. Вĕсем заводсемпе фабрикăсенче, уй-хирте ырми-канми тăрăшнă. Ир çитĕнсе вĕсем хăйсен пурнăçĕшĕн çеç мар, кĕçĕннисеншĕн те яваплă пулчĕç.
Халăхăн çав вăхăтри паттăр пайĕ майĕпен пурнăçран уйрăлса пырать. Çакăн пек вăхăтра вĕсене хисеплесе муниципалитет центрĕнче палăк лартни вырăнлă пулĕччĕ тетпĕр. Кун пирки Тăрăн ялĕнчи вăрçă ачисем акă мĕнлерех шутлаççĕ:
Петр Краснов, 89 çулта:
- Эпир, 1930 çулта е унран каярах çуралнисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нушине тỹссе ирттернисем, тылри ĕç фронтĕнче хамăрăн ачалăхăн, яшлăхăн илемлĕ саманчĕсене патăмăр. Атте, Иван Дмитриевич, 1942 çулхи июльте хыпарсăр çухалнă. Вăрçă ачисене хисеплесе палăк лартнине питĕ тĕрĕс тетĕп.
Александра Самакина, 84 çулта:
- Аннесем сухапуçне кỹлĕнсе кĕреçепе чавнă пахчасенче çĕрулми лартатчĕç. Каярахпа эпир те вĕсен çумне хутшăнса тырă вырнă. 16 çула çитсен саман кирпĕчрен купаласа тунă витере пăрусем, (тивĕçлĕ канăва кайиччен) ĕнесем пăхрăм. Атте - Илья Иванович Бородкин - 1941 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă. Палăк лартма шутланине хаваспах ырлатăп.
Семен Шекеев, 85 çулта:
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă хыççăнхи çулĕсене аван астăватăп. Килти хуçалăхра мĕн тытнă, ỹстернĕ - пуриншĕн те налук хуратчĕç. Тепĕр енчен заем пусмăрĕ хресчене калама çук тарăхтаратчĕ. Пĕр ĕç кунĕшĕн 100 грамм тырă паратчĕç. Атте 1943 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче Украинăри Донецк облаçĕнче хыпарсăр çухалнă. Вăрçă ачисене халалласа палăк лартни - пысăк хисеп.
Иван Самакин, 87 çулта:
- Манăн пурнăçри ĕç клуб заведующийĕнчен пуçланчĕ. Ачалăх вара вăрçă, ун хыççăнхи йывăр вăхăтсемпе тĕл килчĕ. Пурнăç епле хатарлă пулнă пулсан та ял çамрăкĕсем урамра ларатчĕç, вăййа тухатчĕç, улаха çỹретчĕç, савăнатчĕç. Палăк лартма шутланине ырлатăпах.
Василий ПЕТРОВ, муниципалитетри "Вăрçă ачисем" обществăлла юхăмăн председателĕ
Ноябрь 2024 |