ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи уй-хирте вырма кунсеренех вăй илсе пырать. Фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ эрнере пĕрчĕллĕ культурăсене вырса çапма пикенчĕç.
Кăçалхи вырмана та ытти çулсенчи пекех çĕнĕ техника сахал мар хутшăнать. Çав вăхăтрах комбайнсем хушшинче киввине çĕнетнисем те пур-ха... Вырмана хутшăнакан механизаторсем те тĕрлĕрен: опытлисем те, çак ĕçе хăнăхса çеç пыракансем те пур. Çĕнĕ тыр-пулшăн пыракан яваплă тапхăр пăтăрмахсăр, инкек-синкексĕр ирттĕр тесен хуçалăхсенче кашни кунах хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.
Ноябрь 2024 |