Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни муниципалитетсене аталанма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.07.2023, 20:42 Просмотров: 137

Нумай пулмасть çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Мордва Республикинчи Ардатов район делегацийĕ пулса Патăрьелсен социаллă пурнăçĕпе, экономикăна аталантармалли çул-йĕрĕпе паллашрĕ. Çак кунсенче вара Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци ĕçлĕ çул çỹревпе туслă çыхăну тытакан партнерсем патĕнче пулчĕ.

Ардатов районĕнче пирĕн делегаци Баево ялĕнчи культура объекчĕпе - Степан Эрьзя скульпторăн çурт-музейĕпе паллашнă. Йывăç çуртра вырнаçнă экспозицийĕсем паллă скульпторăн пурнăçĕпе творчествине анлăн уçса параççĕ. Кунтах ирçе халăх культурипе, йăли-йĕркипе, тумтирĕпе çыхăннă паха экспонатсемпе паллашма та кăмăллă пулнă.

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче Раççейри тĕп компанисенчен пĕринпе - Ардатоври çутăпа техника завочĕн аталанăвĕпе те паллашма май пулнă. Завод тĕпрен илсен тĕрлĕ çĕрте усă куракан çутă приборĕсене кăларас тĕллевпе ĕçлет. Предприяти Мордва Республикин инфратытăмне аталантарас тĕлĕшпе пысăк вырăн йышăнать.

Çавăн пекех хăнасен социаллă объекчĕ- сене те çитсе курнă. Ку чухнехи стадион Ардатов районĕнче спорта тата ытларах аталантарма, çамрăксен сывлăхне тĕреклетме, вăхăта усăллă ирттерме пулăшнине палăртнă.

- Ĕçлĕ çул çỹрев, малашнехи туслă çыхăну пирĕн халăхсен культурине, историне тата ытларах пĕлме, кỹршĕ регионсенчи икĕ муниципалитета та малалла çĕнĕ çул-йĕрпе пĕрле аталанма çеç пулăшĕ,- çапла пĕтĕмлетнĕ ĕçлĕ çул çỹреве Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика