Малалла вара сиплеве пуçлама пулать. Кирек кам та кун-çулне тăсма пултарать. Çакă "Сывлăх" наци проекчĕн тĕллевĕ те.
Пĕр вăхăтра, коронавируса пула, çынсем больницăна сахалрах та çỹреме пуçланăччĕ. Нимех те мар. Сывлăх патне тимлĕх уйăрма кая юлман-ха. Диспансеризаци тухмалла. Коронавируспа чирленисене тĕплĕнрех те тĕрĕслеççĕ. Тĕслĕхрен, юн çаврăнăшĕн, усал шыçă, сахăр диабечĕн чирĕсем малтанласа палăрмасса та пултараççĕ. Çакă диагностикăна та йывăрлатать.
Кăçалхи çур çулта муниципалитетри 5388 çын диспансеризаци тухнă. 2160 пациента диагноза çирĕплетме тĕплĕнрех тĕрĕсленме сĕннĕ. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕнчен 150 çыннăн сиплеве пуçламалли палăрнă. 8 çыннăн усал шыçă тупăннă. 26 çыннăн организмĕнче сахăр пысăк.
Диспансеризаци тухас тесен участокри терапевт патне е Патăрьелĕнчи тĕп больницăн медицина профилактикин кабинетне пымалла. Сывлăх хăвăр аллăрта пулнине самантлăха та ан манăр. Акă, мĕн калать-ха пĕр пациентка: "Больницăна темиçе çул та кайманччĕ. Диспансеризаци тухнă хыççăн манра сахăр шайĕ пысăк пулни, юн пусăмĕ ỹсни палăрчĕ. Эндокринолог патне консультацие ячĕç. Тухтăр сиплев пачĕ. Халĕ хама аванах туятăп". Чăннипех те вăхăтра пулăшу илнине нимĕн те çитмĕ.
Фирия ХАФИЗОВА, тĕп больницăн поликлиника заведующий
Ноябрь 2024 |