Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2023, 20:32 Просмотров: 537

 Хуласем хăтлăланĕç

Сĕнтĕрвăррипе Канаш пĕчĕк хуласемпе истори вырăнĕсене хăтлăх кĕртмешкĕн йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ. Халĕ вĕсем 164 млн ытла тенкĕлĕх федераци грантне тивĕçĕç. Çак пулăшу Сĕнтĕрвăрри хулинче - "Патша тăвне", Канашра вара чукун вокзалĕпе унăн таврашне хăтлăх кĕртме кирлĕ пулĕ.

"Пехет" агромаркет

Шупашкарти "Пехет" агромаркета кăçал уçма палăртнă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов унăн эскизĕпе телеграм-каналĕнче паллаштарнă. Агромаркет тĕп хулари "Каскад" суту-илỹ центрĕнче вырнаçĕ. Унта сутăнакан мĕн пур тавар экологи тĕлĕшĕнчен таса тата хамăр тăрăхра туса кăларни пулĕ.

Çамрăк шахматистсем тупăшĕç

Августăн 2-12-мĕшĕсенче Шупашкарта "Шăккалат кубокĕ" иртĕ. Ачасем шахматла вылĕç. Шахмат енĕпе Раççей кубокĕн тапхăрне Чăваш Енре пуçласа йĕркелĕç. Ăмăртура çĕнтернисене 4 ушкăнра палăртĕç. Малти вырăнсене йышăннисем тепĕр çул çĕршыв тапхăрĕнчи тупăшура вăй виçĕç. Турнир финалĕ декабрь уйăхĕнче Ярославль облаçĕнче иртĕ.

Финанс пĕлĕвне ỹстереççĕ

Комсомольски салинчи аслă ăрури çынсем пĕр-пĕринпе калаçмалли центрта финанс пĕлĕвне ỹстереççĕ. Унта ятарлă курс йĕркеленĕ. Пурĕ 4 лекци ирттерме палăртнă.

Пулă çитĕнтерекенсемпе теплицăра тăрăшакансене те чыслĕç

Ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвне малашне теплицăсенче пахча çимĕç çитĕнтерекенсем тата пулă ĕрчетекенсем те хутшăнĕç. Тивĕçлĕ йышăнăва ЧР Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче çирĕплетнĕ. Пахча çимĕç çитĕнтерекенсен тупăшăвне пĕтĕмлетнĕ чухне тухăçпа пĕрлех кашни çын пуçне туса илнĕ продукци виçине те шута илĕç. Аквакультурăна илес тĕк - пулă çитĕнтерессин калăпăшне ỹстернине тата пĕвесен кашни гектарĕнчен мĕн чухлĕ пулă тухнине тĕпе хурĕç.

Аслисен те яваплăхне ỹстермеллех

 Юлашки çур çулта республикăра ачасем наркăмăшланнă тĕслĕх 200-тен те иртнĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: эмел, уксус, бензин, краççын е çуллăм кăлармалли шĕвек. Çакнашкал инкеке çакланнă ачасене Республикăри ача-пăча клиника больницинче йĕркеленĕ токсикологи центрĕ пулăшать. Тухтăрсем ача наркăмăшланнине асăрхасан тỹрех васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илме сĕнеççĕ. Аслисен те хăйсен яваплăхне туйсах тăмалла: эмелсемпе тĕрлĕ шĕвеке ачасем çитмен вырăнта упрамалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика