ЫРАН, августăн 2-мĕшĕнче, Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк праçник - çветуй Илья пророк кунĕ. Халăхра ăна Илен теççĕ. Ваттисем çак кун çу кунĕсен вĕçĕ, кĕр пуçламăшĕ тенĕ. Чылай чухне çак праçникре аслати кĕмсĕртеттерсех çумăр çăвать, çиçĕм те çиçет. Сăнанă тăрăх Иленре йĕпе пулсан, кĕр те çаплах пулать теççĕ. Ун пек чухне вара кĕрхи ыраша каярах акмалла иккен. Çавăнпа та ял хуçалăх ĕçченĕсен те çак праçнике шута илмех, сăнамах, мĕнле çанталăк пулнине ас тумах тивĕ...
Çак кунхинех çулсеренех сывлăш-çар десанчĕн ветеранĕсем хăйсен професси уявне чыслăн паллă тăваççĕ. Тĕрлĕ çулта салтакра пулнисем ырă йăлана малалла тăсса кăçал та Патăрьелĕнчи палăк умнех пуçтарăнасшăн.
Ноябрь 2024 |