Ватти-вĕтти салтаксем валли хỹтĕлев сетки çыхать

Категория: Публикации Опубликовано: 04.08.2023, 18:48 Просмотров: 507

МУНИЦИПАЛИТЕТ округĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсене мĕнле те пулин ырă ĕçпе пулăшас текенсем йышлансах пыраççĕ. Юрий Тинюков ушкăнĕн хастарĕсем вĕсем пирки халăха социаллă сетьре пĕлтерсех тăраççĕ-ха. Хальхи вăхăтра Треньелĕнчи тата Кивĕ Катек клубĕсенче (Сергей Тарасовпа Ольга Кувшинова çак ĕçе ертсе пыраççĕ) хĕрсе кайсах хỹтĕленмелли сеткăсем хатĕрлеççĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта та çак ĕçе йĕркеленĕ. Сăваплă ĕçе ватти-вĕтти, çамрăксем пурте хăйсен кăмăлĕпе, ирĕкĕпе хутшăнни те паха. Хатĕр сеткăсене вĕсем темиçе хутчен те çар чаçĕсене çитернĕ. Çапах та çакăнпа лăпланмасăр салтаксен пурнăçне хỹтĕлеме пулăшакан сеткăна малалла ăсталаççĕ. Уйрăм çынсем те çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе хавхалантараççĕ. Акă, çак кунсенче çеç "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Петр Никифоров каллех (пĕрре мар пулăшать) салтаксене ЗИЛ-130 автомашина валли тăватă урапа (55200 тенкĕлĕх) парса янă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика