ЮХМАПА Пăла тĕрăхĕнчи тĕп больницăри поликлиника тĕпрен юсав хыççăн палăрмаллах хăтлăланчĕ, ку чухнехи çĕнĕ медицина оборудованисемпе те çĕнелчĕ. Çывăх вăхăтрах пандеми вăхăтĕнче ковид-госпиталь вырăнĕнче усă курнă инфекци уйрăмĕнче те строительсен ĕç шавĕ пуçланĕ. Хут ĕçĕсене тирпейлесе пĕтернĕ хыççăн унăн фасадне улăштарма, шалти пỹлĕмсене, инженери сечĕсене çĕнетме палăртаççĕ.
Ноябрь 2024 |