Строительство объекчĕсемпе тата вырма ĕçĕсемпе паллашрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 04.08.2023, 18:58 Просмотров: 524

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов агропромышленность комплекс сферинчи строительство объекчĕсенче пулчĕç. Çавăн пекех вĕсем вырма ĕçĕсемпе те паллашрĕç.

Чи малтанах "Агро-Союз" кооператива çитрĕç. Унта кăçалхи июнь уйăхĕнче аш-какай тирпейлекен цех тума пуçăннă. Проект хакĕ 65 миллион тенкĕ патнелле капашать. Цехра аш-какайран çурма фабрикат апатсем хатĕрлеме палăртаççĕ. Объекта çĕклеме грантран 40 миллион тенкĕ, хăйсен вăйĕнчен 25 миллион яма палăртнă. 2025 çулта вĕçлеме пулаççĕ. 14 ĕç вырăнĕ уçăлмалла.

Унтан вĕсем И. Чепеков хресчен фермер хуçалăхне çитрĕç. Кунта кăçалхи пĕрремĕш çур çулта сыр хатĕрлекен цех туса пĕтернĕ. Сменăра 500 литр сĕте тирпейлесе 50 килограмм çимĕç кăларма пултараççĕ. 9 тĕрлĕ сыр тухать. 3 ĕç вырăнĕ уçăлнă. Хатĕр продукцие хамăр республикăра сутаççĕ тата кỹршĕллĕ регионсене ăсатаççĕ.

Чулпан Пазюкова хресчен фермер хуçалăхĕ агротуризма аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçлет. 2022 çулта çавна май 10 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Кăçал Шăнкăртам территори пайĕнче "Тургай" кану бази тума пикеннĕ.

Проектпа килĕшỹллĕн кунта пĕчĕк зоопарк пулмалла. Туристсем унта выльăх-чĕрлĕх, вĕлле хурчĕ, пулă ĕрчетессипе паллашĕç. Каннă май пулă тытĕç, кимĕпе тата катамаранпа ярăнĕç. Фермер хуçалăхĕн продукцине те туянма май пулĕ. Кану базинчи вĕлле хурчĕсен çуртĕнче сипленме (ульетерапи) пултарĕç. Проектăн хакĕ13,5 миллион тенкĕпе танлашать. Вĕсенчен 10 миллионĕ грантран, 3,5 миллион тенкине хăйсем укçа-тенкĕ хывĕç. Строительствăна 2024 çулта вĕçлесшĕн.

К.Салихов хресчен фермер хуçалăхĕнче 250 пуç выльăх самăртмалли цех тума пуçăннă. Унăн хакĕ 25 миллион ытла тенкĕпе танлашать. 10 миллионĕ патшалăхран парăнать. 15 миллионне хăйсем хываççĕ.

Объекта кăçал хута ярасшăн. 3 ĕç вырăнĕ уçăлмалла.

Çавăн пекех Рудольф Селиванов хуçалăхра уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе те паллашнă. Тыр-пул пухса кĕртес ĕçре кăлтăксем çук. Тухăç пĕлтĕрхинчен сахалрах тухассăн çеç туйăнать.

 Сăмах май каласан, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта муниципалитет округĕнче 80 миллион тенкĕлĕх 10 проект ĕçе кĕртнĕ. 19 ĕç вырăнĕ уçнă. Хальхи вăхăтра тата 516 миллион тенкĕ ытлалăх 17 проект çĕкленет. 154 ĕç вырăнĕ хутшăнмалла. Çаксем округра çĕр ĕç продукцине туса илессине анлăлатма пулăшĕç, çавна май экономика та малалла аталанĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика