Суя сывлăм чирĕ сиенленĕ вырăнсем пĕтĕрĕнеççĕ, типсе хăраççĕ. Чир-чĕр чылай чухне нỹрĕк пысăкран, хĕвел çути сахалран ерет. Азот удобренийĕ ытлашши пулни те сиенлĕ витĕм кỹрет. Çак препаратсем тухăçлă: "Профит Голд", "Танос", "Фитоспорин". Сиенленнĕ вырăнсене касса пăрахмалла, çунтарса ямалла.
Антракноз - садри мĕн пур культурăна сиенлекен кăмпа. Чир ерсен чечексем çинче хăмăр пăнчăсем палăраççĕ, унтан вĕсем çуркаланса каяççĕ, ỹсен-тăран пĕтет. Кăмпаран сыхланма иçĕм çырлине виçеллĕ шăвармалла, çум курăка тасатсах тăмалла, туратсене касмалла. Чирпе кĕрешме "Гамаир" препарат, Бордоска хутăшĕ пулăшаççĕ.
Ноябрь 2024 |