Филологи наукисен докторӗ Л.П. Сергеев профессор пухса хатӗрленӗ энциклопеди словарӗнче ҫакӑн пек ӑнлантару пур: «Чӗлхе – ҫынсене пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли хатӗр. Вӑл этемлӗхпе пӗрле ҫуралнӑ та майӗпенех аталанса, тӗрекленсе, пуянланса пынӑ…».
Чӑн та, кашни халӑхӑн хайӗн тӑван чӗлхи пур, вӑл халӑхпа пӗрлех кунсерен аталанса, мӑнаҫланса пырать, ҫӗнӗ сӑмахсемпе, юрӑ-ташӑ, сӑвӑ йĕркисемпе пуянланать. Тӑван чӗлхе кашни ҫын пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать. Эпир унпа калаҫса хамӑр кӑмӑл-туйӑма, шухӑшсене тӗрӗс уҫса пама, чӗлхе культурипе тата та тӗплӗн паллашма пултаратпӑр.
«Тӑван чӗлхе – халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе – халӑхӑн сумлӑ та телейлӗ малашлӑхӗ», – тенӗ Геннадий Никандрович Волков. Манӑн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи! Ҫак чӗлхепе мӗн авалтанпах пирӗн асатте-асаннесем, кукаҫи-кукамайсем калаҫса ҫитӗннӗ.
Шел те ӗнтӗ, паянхи кун, наукӑпа техника вӑйлӑ аталаннӑ тапхӑрта нумай ҫын хӑйӗн тымарӗсене, тӑван чӗлхине манса пырать. Мӗнпе ҫыхӑннă-ши ҫакӑ? Ман шутпа, ялсенче ҫын шучӗ чакни, халӑх ытларах хула еннелле туртӑнни тӑван чӗлхемӗрĕн сумне чакарать.
Чӑн та, тӗлӗнмелле, эпир те хамӑрӑн чӗлхемӗре сыхласа хӑвармастпӑр пулсан, кам сыхласа хăварӗ-ши? Эпир чӑвашла мӑнаҫланса калаҫмасан, кам калаҫӗ-ши? Атте-анне парнеленӗ чӗлхене упраса хӑварасси ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллевсенчен пӗри пулмалла. Мӗн чухлӗ нуша курман пулӗ чӑваш халӑхĕ хӑй ӗмӗрӗнче, апла пулин те тăван чĕлхене упранӑ, ҫырулӑхне аталантарнӑ, йӑли-йӗркисемпе сӑвви-юррисене те пирӗн вӑхӑта ҫитерме пултарнӑ.
Акă шкулсенче, ача сачӗсенче уявсене, вӑйӑ каҫӗсене чӑвашла йӗркелени питĕ илемлĕ те паха. Ашшӗ-амашӗ хăйсен пепкисене мӗн пӗчӗклех тӑван чӗлхене хисеплеме, тӑван чӗлхепе калаҫма хӑнӑхтарса пыни те кӑмӑла ҫӗклет, чуна канӑҫ кӳрет.
Ҫапах та час-часах чӑваш ачисемех ялсенче хăйсем хушшинче вырӑсла курнӑҫланса калаҫнине те курма пулать. Ҫакă мар-ши хамӑрӑн тӑван чӗлхерен писни. «Тӑван чӗлхене сивлекен хӑйӗн амӑшне те сивлет» - тенӗ ваттисем. Пирӗн, çамрӑк ӑрӑвӑн, хамӑрӑн тӑван чӗлхемӗре куç шăрçине сыхланă пек упрамалла! Хамӑртан кӗҫӗннисене, пӗчӗк шӑпӑрлансене атте-анне чӗлхине хисеплеме вӗрентмелле. Ку вӑл – пирӗн тивӗҫ! Хамӑр чӑваш пулнишӗн именмелле мар – тивĕçлипех мухтанмалла!
«Чӗлхе пӗтсен халӑх та пӗтет», – тенӗ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев. Тӗрӗс! Эпир хамӑрӑн ҫепӗç те янӑравлӑ чӗлхесӗр – чухӑн! Ҫавӑнпа та чӗлхемӗре ӗмӗр тӑршшӗпе аталантарса пырасчӗ! Унӑн илемӗпе мӑнаҫланма вӗренесчӗ!
Диана Степанова,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки
Ноябрь 2024 |