Хура тата йĕплĕ хурлăхана апатлантарар

Категория: Публикации Опубликовано: 04.08.2023, 19:00 Просмотров: 533

Çырлине пухса илнĕ хыççăн хура тата йĕплĕ хурлăхан тĕммисене тутлăхлă япаласемпе тивĕçтермелле.

Йĕплĕ хурлăханшăн суперфосфат аван: кашни тĕмме 1-2 апат кашăкĕ кирлĕ. Удобрение 10 сантиметр тарăнăшне хывмалла. Çапла майпа апатлантарни йĕплĕ хурлăхана кăмпа чирĕсемпе кĕрешме, сивве чăтăмлă пулма пулăшать. Çавăн пекех кали сульфачĕпе (1 тăваткал метра 15-20 грамм) усă курма юрать.

 Хура хурлăханшăн кали тата фосфор пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем тымара çирĕплетеççĕ, сивве чăтăмлă тăваççĕ. Сентябрь уйăхĕн варринче апатлантарсан аван. Тăпрапа хутăштарса кайăк-кĕшĕк тислĕкĕ (1 тăваткал метра 0,8 килограмм) хывмалла е 1:15 виçепе шывпа хутăштарса сапмалла. Октябрьте тĕм айне çур витре тислĕк тăкма юрать.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика