Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Вăтаелсем те унта тухса кайрĕç. Щербаковсем пĕр çемьеренех иккĕн алла хĕç-пăшал тытрĕç. Дима çийĕнчен салтак тумне хывни нумаях та марччĕ-ха. Ăна хỹтлĕх пултăр тесе ашшĕ те унпа пĕрле пуçтарăнчĕ.
Ял халăхĕ усал хыпара та чăтса ирттерчĕ. Ниме пăхмасăрах çарти ентешсем валли гуманитари пулăшăвне темиçе хутчен те çитерме пултарчĕ. Çав вăхăтрах хĕрарăмсем çуркуннеренпе маскировка сетки çыхаççĕ. Халĕ те кĕске канăва килнĕ Димăран сетка çыхса парса ячĕç. Пурте кар тăрса вăрçăри салтаксем валли кучченеç те хатĕрлерĕç. Пĕтĕм салтаксен ячĕпе Дима тав турĕ. Çĕнтерỹпе таврăнма сăмах пачĕ.
Надежда ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2024 |