ТĂРĂН территори пайне кĕрекен Кĕçĕн Патăрьел тата Тăрăн культура çурчĕсен ĕçченĕсем çуллахи вăхăтра та пĕрре те ахаль лармаççĕ. Кашни çулах вĕсем вырма ĕçченĕсене юрă-кĕвĕпе хавхалантарма уй-хире тухаççĕ. Унсăр пуçне ялти ача-пăча валли те усăллă мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, иртнĕ канмалли кунта çеç вĕсем Пĕтĕм Раççейри "Культурăллă шăматкун" акцие хутшăнса Раççей халăхĕсен вăййисене аса илнĕ.
Ыхра Çырминчи культура çуртĕнче те çак акцие хутшăнса ачасемпе тутар халăхĕн вуншар çул каяллахи вăййисене вылянă, вĕсем пирки пĕчĕк куракансене ăнлантарса панă.
Ноябрь 2024 |