ЧЕЧЕКЕ юратакан çын пурнăçа та юратать теççĕ. Хальхи вăхăтра çамрăксем те, аслă ăру хастарĕсем те пахчисенче капăр çеçке ỹстереççĕ, вĕсене тĕрлĕрен композиципе капăрлатаççĕ.Чăн-чăн ăста темелле!
Çак кунсенче Чăваш Республикинчи пенсионерсен пĕрлĕхĕ, муниципалитет округĕнчи пенсионерсен уйрăмĕ тата муниципалитет округĕн администрацийĕнчи тирпей-илемпе тата территорисене аталантарассипе тимлекен пай Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тивĕçлĕ канăва кайнă чечек ăстисем хушшинче "Чечек уçланки - 2023" конкурс ирттерме палăртнă, унăн положенине çирĕплетнĕ. Вăл икĕ тапхăрпа: августăн 1-30 - муниципалитет округĕнче тата сентябрĕн 1 - 15-мĕшĕсенче регион шайĕнче иртет. Чечек ăстисем хăйсен творчество пултарулăхне, ăсталăхне кăтартас тесен чи-чи хитре композицисене сăн ỹкерттерсе cult-batyr@capĕru электрон адрес çине фото туса ярса памалла. Ĕçе кам, ăçта, хăçан пурнăçланине те палăртмалла. Сăн ỹкерчĕксем пахалăхлă пулмалла.
Конкурса икĕ номинаципе хаклĕç: "Садри чи лайăх композиции" тата "Уçланкăра, хирте ỹсекен капăр чечексен çыххи е çеçке уçланки". Конкурс условийĕ пирки тĕплĕнрех муниципалитет округĕнчи пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертỹçинчен Полина Логуновăран 89626019447Ĕ 8(83532)61433 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлмелле.
Ноябрь 2024 |