УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцинче пирĕн тăрăхри çамрăксем те ыттисем пекех тĕрĕслĕхшĕн, мирлĕ пурнăçшăн неонацистсене хирĕç кĕрешеççĕ. Сителти Александр Козлов та хăйĕн çарти юлташĕсемпе çак ирсĕрлĕхе пĕтерес тесе унта паттăррăн çапăçать. Çак кунсенче çеç ентешĕмĕр пирки ырă хыпар çитрĕ. Ăна тăрăшулăхшăн, çапăçу хирĕнче кăтартнă хăюлăхшăн "Паттăрлăхшăн" медальпе чысланă. Саша ачаранах çирĕп характерлă çитĕннĕ, спортпа туслă пулнă. Çавăнпах пурнăçне те çарпа çыхăнтарма шут тытнă.
Ноябрь 2024 |