Вырма ăнăçлă пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2023, 18:33 Просмотров: 428

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов "Корма" (ỹкерчĕкре), "Колос" çĕр ĕç фирмисенче, А. Петров хресчен фермер хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртес ĕç мĕнле пынипе паллашнă.

"Корма" çĕр ĕç фирми 995,8 гектар çĕрпе ĕçлет. Кăçал 909 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ.

Алманчăри А. Петров хресчен фермер хуçалăхĕ 817 гектар çĕрпе усă курать. "Колос" çĕр ĕç фирми 500 гектара тирпейлесе тăрать. 285 гектарне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă.

Кашни хуçалăхрах вырма ăнăçлă пырать.

Августăн 7-мĕшĕ тĕлне 5367 гектар (32 процент) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ. Çав шутра 1622 гектар кĕрхи тулла, 110 гектар çурхи тулла, 3228 гектар урпана, 84 гектар сĕлле, 323 гектар пăрçана йĕтем çине кĕртнĕ. Тĕш тырă тухăçĕ вăтамран кашни гектартан 34,1 центнерпа танлашса пырать.

Вырма ĕçĕнче "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Труд", "Куснар", "Корма", "Авангард" "Батыревский бекон" хуçалăхсемпе пĕрлешỹсем, К.Салихов, А.Петров, Ф.Чабатов хресчен фермер хуçалăхĕсем малта пыраççĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика