Аннерен хакли никам та çук

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2023, 18:38 Просмотров: 432

Пирĕн анне - Лидия Бородкина - Тăрăн ялĕнче 1938 çулхи августăн 19-мĕшĕнче çуралнă. Менельникне вара Вăтаçĕр сăпасра тăвать.

Çывăх çыннăмăр пурнăçĕ çăмăл пулман. Çемьере икĕ хĕр çитĕннĕ.

Анне асли пулнă. Виçĕ çулта чухнех ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе каяççĕ. Амăшĕ аннепе тата кăкăр ачипе тăрса юлать. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне хĕрĕсене хăй çумне чăмăртаса йĕрсе уйрăлать. Унтан таврăнаймасть, хыпарсăр çухалать. Анне шкултан вĕренсе тухсан бригадăна ĕçе çỹреме пикенет. Кайран ĕне сума вырнаçать. Торф кăларнă çĕре те кайма тивет унăн.

Хитре те вăрăм çỹçлĕ çамрăк хĕре ял каччи Александр Медведев куç хывать. Часах вĕсем пĕрлешеççĕ. Аслă хĕрĕ Валентина çуралать. Халĕ вăл Мускав хулинче пурăнать, унта тĕпленнĕ.

Аттепе анне Чĕмпĕр облаçне тухса каяççĕ. Темиçе çултан тăван яла каялла таврăнаççĕ. Аннен тĕп килĕнче пурăнма тытăнаççĕ. Тата икĕ хĕр çуралать. Светлана вара аннепе пĕрле тĕп киле юлать. Шел, атте ир çĕре кĕчĕ. Анне 43 çулта мăшăрсăр тăрса юлчĕ. Ачисене ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçлерĕ. Колхоза ĕне сума çỹрерĕ. Кашти-кашти япала çуса çакатчĕ. Ура тупанĕ çĕре перĕн-местчĕ аннен.

Арçын ĕçне те тиркеместчĕ. Вăрман касма та хăйех каятчĕ. Йывăç çурт вырăнне кирпĕчрен кермен пек çурт лартрĕ. Пире ăс парса, вĕрентсе çемьелентерчĕ. Анне пил панă сăмахсем халĕ асран тухмаççĕ. Аппа качча кайнă чухне "Малти кустăрмасем мĕнле çаврăнаççĕ кайрисем те çавăн пек çаврăнччăр",- тенĕччĕ.

Аннен ĕç стажĕ 43 çул. Тав хучĕсемпе медальсем пур. Ĕç ветеранĕ вăл. Тăрăшса ĕçленĕшĕн тĕрлĕ хулана экскурсие кайма тивĕçнĕ. Питĕрте те пулса курнă вăл. Унти сăн ỹкерчĕкĕсем халĕ те упранаççĕ.

Ачалăха каялла таврăнас килет. Анне кăмака вучĕ умĕнче пĕçернĕ икерчисем епле тутлăччĕ-çке. Вăл район центрне кайсан каялла таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Улăхпа хул урлă умлă-хыçлă çакнă сумккасемпе килнине курсан хирĕç чупаттăмăр. Пире валли тутлисем-çке унта.

Анне питĕ ырă кăмăллă хĕрарăм. Ун патне тус-тантăшĕ килсех çỹрет. Ялта пурăнакан Шура йăмăкĕ тунсăхлаттарсах тăмасть.

 Районти "Авангард" хаçата юратса вулать. Юрра-ташша питĕ ăстаччĕ. Шỹте те юратать. Шел, чире пула утсах çỹреймест. Пĕрле пурăнакан Настьăпа Кирилл мăнукĕсем инвалид креслипе уçăлма илсе тухаççĕ.

Аннен 6 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Пурте юрататпăр ăна. Ун умĕнче пуçа таятпăр. Вăл часах 85 çул тултарать. Çывăх çыннисемпе кĕрекене ларас кăмăлĕ те пур. Аннене çуратнăшăн, юратнăшăн, сăпка юрри юрланăшăн, пирĕнпе хĕвел пек пулнăшăн пуçа таяс килет. Ăна пăхса пурăнакан Света йăмăк çемйине тав сăмахĕкалас килет. (1685).

Татьяна ИВАНОВА, Кивĕ Ахпỹрт ялĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика