Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир ПУТИН: "Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ - Раççейре пурăнакансен пурнăç шайне ỹстересси, пахалăхлă вĕренĕве, сывлăх сыхлавне çынсемшĕн меллĕ тăвасси, çемьесене пулăшу кỹресси, чухăнлăх шайне чакарасси"
Пĕлме
Светлана ЧЕРНОВА, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ:
-Юлашки пилĕк çулта Ыхра Çырминче, Ишлĕре, Тутар Сăкăтĕнче (42 миллион тенкĕлĕх) çĕнĕ клубсем тунă. Унсăр пуçне 21 ялти клуба юсанă,13-шне модернизацилесе çĕнетнĕ. "Культура" наци проекчĕпе Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртне тултан та, шалтан та хăтлăлатнă. "Вырăнти культура çурчĕ" проектпа Тăрăнти, Ульяновкăри, Çĕньялти, Именкассинчи, Кивĕ Катекри, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Тикешри, Красномайскинчи, Чăваш Ишекĕнчи клубсене юсаса сăн кĕртнĕ. Çак тĕллепе малалла та тимлетпĕр.
Ноябрь 2024 |