Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2023, 18:58 Просмотров: 448

 Вырсарни кун пулсан та, мана ирхине ял Советне чĕнтерчĕç. Çурт умĕнче милицин мотоциклне курсан тỹрех ăнлантăм: участковăй Шестакова тытма килнĕ. Шала кĕрсен пурне те сывлăх сунтăм. Шестаков, мухмăрлăскер, пуçне айăплăн усса ларать. "Халĕ эпĕ ăна милицие тыттарса ярсан ял çамрăкĕсем мана практикăна йĕркеллĕ ирттерсе яма памаççĕ", - тесе шутлатăп хам. Ман ятран ял совет секретарĕ милици валли заявлени çырса хатĕрленĕ те иккен. "Атя, Вадим, вуласа тухса алă пус та, ăна, хулиганла пĕчĕк пăтăрмах туса хунă тесе, вунă талăка "канма" илсе каятăп", - терĕ участковăй.

- Эсĕ алă пусмарăн ĕнтĕ?

 - Çук, паллах. Эпĕ ăна малтанлăха асăрхаттарса хăварма ыйтрăм, вăл хăйĕн йăнăшне ăнланса тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тăвасса шаннине пĕлтертĕм. "Ой, Шестаков Сашăна пĕлместĕн-ха эсĕ, вăл хăйĕн пăтăрмахлă ĕçĕ пирки милици изоляторĕнче кăна шутлама пултарать", - терĕç ял Советĕнче ĕçлекенсем. Эпĕ пурпĕрех хамăнни çинчех тăтăм. "Апла пулсан юрĕ вара, - хулана каялла кайма хатĕрленчĕ милици офицерĕ. - Шестаков кĕçĕр клубра каллех мĕн те пулин хăтлансан, тỹрех шăнкăравлăр".

- Саша хăйне йĕркеллех тытма пуçларĕ пулĕ? - кăсăкланса ыйтрĕ Люда.

- Паллах. Заявлени çине алă пусманшăн Шестаков хăй те, унăн ашшĕпе амăшĕ те мĕн чухлĕ тав тумарĕç пулĕ. Вăл тепĕр пилĕк кунтанах ялта чаплă туй кĕрлеттерчĕ. Вунă талăка тытса кайнă пулсан туй вăхăтне те куçарма тиветчĕ. Кун хыççăн ял çамрăкĕсем те клубра хăйсене питĕ йĕркеллĕ тытма пуçларĕç.

- Пĕр шутласан, эсĕ тĕрĕс тунă: çынна тỹрленме шанăç панă, ăна ĕненнĕ...

- Ара пире малтанхи курссенче педагогика тата психологи предмечĕсене те вĕрентнĕ-çке, кăштах пурнăç опычĕ те пулнă.

Малалла вара пĕр чỹречеллĕ пĕчĕк пỹлĕмре шăна вĕçнĕ сасă илтĕнекен шăплăх хуçаланма тытăнчĕ. Чăваш каччипе вырăс чиперкки хушшинчи калаçу çиппи самантлăха татăлса, тĕрлĕ шухăшсен айăн-çийĕн çаврăнакан хумĕсемпе ылмашăнчĕç.

- Люда, манăн...мăшăрăм пулма килĕшетĕн-и эсĕ? - кравать çинче хĕрарăм еннелле хăяккăн çаврăнса, пуçне кăштах çĕклесе хăюсăррăн ыйтрĕ йĕкĕт.

- Вадим, ман хыçра пĕчĕк урапа та пур-çке, - хуравларĕ Людмила.

 - Игорека эпĕ хам ывăл вырăннех хурса йышăнăп, - хĕрỹллĕн ăнлантарма пуçларĕ каччă. - Людмила, эпир иксĕмĕр те питĕ çамрăк-çке - çирĕм пиллĕкре кăна. Эсĕ мана çулталăкранах тепĕр ывăл çуратса парăн, кайран вара хĕр пĕрчипе те савăнтарăн...

- Эсĕ çак калаçăва хускатасса туйрăм-ха эпĕ, - хаш! сывласа илсе ерипен сăмахларĕ Людмила. - Анчах тỹрех каласа хуратăп: Вадим, санăн мăшăру пулма май килмест...

- Мĕншĕн? - куçне пысăклатса, хĕрарăм çине чăр! пăхрĕ йĕкĕт.

- Мĕншĕнне каламастăп... - йĕкĕт çине пăхмасăр йывăррăн хуравларĕ хĕрарăм.

Людмила минтере хăпартса тирпейленĕ хыççăн канăçсăр шухăшсен çил-тăвăлĕнче çаврăнма пуçларĕ. "Эх, Вадим, Вадим, телейлĕ тăвас çук эпĕ сана, хама пур енĕпе те килĕшекен илемлĕ каччăна, - шухăшсен çиппине тăсса кайрĕ Люда. - Аварире аманса ăш-чикĕме операци тунă хыççăн эпĕ малашне ача çуратаймасси пирки врачсем мана тỹрех каласа хучĕç. Сана вара, çамрăк çынна, ывăл кирлĕ. Кашни арçын хăйĕн хушаматне малалла тăсма ĕмĕтленет. Çемьене хĕр пĕрчи хутшăнни те лайăх. Уйрăмах хĕрарăм савăнать хĕр ача çуралсан. Ỹсерехпе вăл амăшне кил хуçалăхĕнче пулăшма пуçлать. Ывăл вара ашшĕ çумĕнче арçын ĕçĕсене хăнăхса ỹсет. Мĕн тери хĕрỹлленсе те ĕмĕтленсе калаçрĕ Вадим ывăл пирки! Каçар, Вадим, манăн сана ывăл тĕпренчĕкĕпе те, хĕр пĕрчипе те савăнтарма май килмест. Качча тухас пулсан манăн ача-пăчаллă арçынна - арăмĕпе уйрăлнă урçана е мăшăрĕнчен тăлăха юлнă çынна шырамалла..."

- Мĕн пирки шухăша кайрăн эсĕ, Людочка, - хĕрарăма шухăшсен авăрĕнчен кăларса, ăна хулĕнчен ерипен сĕртĕнчĕ каччă.

- Нимех те мар, - хăйĕн шухăшĕсене вăрттăнлăхра хăварса, Вадим еннелле çаврăнса выртрĕ çамрăк хĕрарăм. Йĕкĕт Люда çине пĕр самант ытараймасăр пăхса тăчĕ те, ăна каллех хăйĕн вĕри ытамне илчĕ...

Чỹрече кантăкĕнче ирхи шуçăм çути палăрсан Людмила, йĕкĕт çине кăмăллăн пăха-пăха, васкамасăр тумланма пуçларĕ. Вадим та, çак тĕл пулу вĕсемшĕн юлашки пуласса ăнланнă май, Людмилăн хитре сăн питне ĕмĕрлĕхех асра хăварас тенĕн, ун еннелле çине-çинех ăшă хĕлхем сапрĕ. Алăк патне çитсен çамрăк хĕрарăм йĕкĕте хĕрỹллĕн ыталаса илчĕ те пĕтĕм ỹт-пĕвĕпе чĕтрене-чĕтрене ĕсĕклеме тытăнчĕ.

- Каçар мана, Вадим, тархасшăн, каçар: санăн мăшăру пулма май килмест, - пăшăлтатрĕ чипер хĕрарăм. - Эпĕ сана нихăçан та асран кăлармăп, манăн ытарайми арçыннăм, ĕмĕрлĕхех чĕреме вырнаçса юлнă юратăвăм...

- Людочка, мĕншĕн хăвна çав териех асаплантаратăн, уçса парсамччĕ хăвăн вăрттăнлăхна? - хĕрарăмăн пĕр вĕçсĕр шăпăртатакан куççульне сăмса тутрипе хуллен шăла-шăла илчĕ йĕкĕт.

- Каçар, Вадим, кун пирки ыйтса чĕреме ан ыраттарсамччĕ, - ерипен лăпланса ытамран вĕçерĕнчĕ хĕрарăм. - Диплом илсен ĕçе ăнăçлă вырнаçма, лайăх хĕре тĕл пулса телейлĕ çемье çавăрма, ача-пăча ашшĕ пулма ырă сунатăп сана, Вадим.

- Хăвăн та пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр, Людочка. Эсĕ те ĕмĕрлĕхех манăн чĕремре юлăн...

Подъезда тухсан хĕрарăм йĕкĕт аллинчи сумкана илчĕ те, çав-çавах шывланакан куçне сăтăркаларĕ, кĕске юбкине турткаласа тирпейлерĕ.

 - Малалла ăсатма кирлĕ мар, Вадим. Мана ĕмĕр асра юлмалли каç парнеленĕшĕн тата кĕтмен тĕл пулу ытамĕнчи асамлăхшăн тавах сана.

- Маншăн питĕ хаклă тĕл пулушăн хăвна та чунтанах тав тăватăп.

- Сывă пул, - терĕ те хĕрарăм, каялла çаврăнса пăхмасăр, каблуклă туфлийĕпе ытлашши сас тумасăр çуртсен умĕпе аслă урам еннелле васкавлăн утса кайрĕ...

"Сăрт-тусем кăна тĕл пулаймаççĕ пĕр-пĕринпе", теççĕ халăхра. - Кам пĕлет: тен, Людăпа хăçан та пулсан каллех тĕл пулăпăр?" - хăйĕн çамрăк чĕринче шанăç хĕлĕхне карăнтарчĕ чăваш каччи.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика