Аваллăха асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 08.08.2023, 19:01 Просмотров: 419

 Ыхра Çырминчи культура çурчĕпе библиотека ĕçченĕсем "Шкул ачисен культури" проектпа килĕшỹллĕн тутар халăх вăййисене ĕлĕк мĕнле вылянине аса илмелли сехет ирттернĕ.

Тутар халăх вăййисен историйĕ темиçе ĕмĕре пырать. Вĕсем паянхи куна та куçнă, упранаççĕ. Кашнийĕ кăмăла çĕклет, хаваслантарать.

Вăйăсем ăс-тăна аталантарма, тавракурăма ỹстерме, кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшаççĕ. Халăх ăсталăхĕ патне интерес çуратаççĕ. Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх та çирĕпленет.

Лилия Ахметовапа Гельфия Айбетова ертсе пыракансем ачасене пирĕн енче пурăнакан халăхсем ĕлĕк-авал пушă вăхăта мĕнле ирттернипе паллаштарчĕç. Çитĕнекен ăру выляса кулнисĕр пуçне нумай интереслине пĕлме пултарчĕ. Ялăн культура эткерлĕхĕн пуянлăхĕпе паллашрĕ.

Унтан пуçватмăшсемпе тупмалли юмахсен хуравĕсене шĕкĕлчерĕç. "Çĕрĕ хумалла" тата "Тюбетейка" вăйăсене вылярĕç. Тутар халăх ташшисене ташларĕç.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика