ЮРАТНĂ мăшăрпа ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар. Пурнăç тени вара пăрнăçсăр та, шăкăр-макăрсăр та пулмасть. Çапах та хăв суйласа илнĕ чун варлипе мĕн ватăличченех пĕр сукмакпа утнинчен пахи çук. Ун пек çынсем хисеплĕ те, сумлă та. Патăрьелпе юнашар ялти пĕр арçын, сăмахран 24 хут авланнă! Çакскер хăйĕн "рекордне" çĕнетме те хирĕç мар. Унтан çамрăкраххи вара хăйĕн кăлкан çỹçне пăхмасăрах 14 хĕрарăмпа пурнăçа сыпăнтарса пăхнă-мĕн. Анчах каллех ăнман...
Ноябрь 2024 |