Йышĕ пĕчĕк, чыславĕ кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2023, 15:42 Просмотров: 374

Патăрьел муниципалитечĕн Ясная Поляна поселокĕнче пурăнакансемшĕн августăн 5-мĕшĕ паллă кун пулнипе асра юлĕ. Вăрман ăшĕнче лараканскер 95 çул çитнине паллă турĕ.

Кунта пурăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ, хастарсене Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе тата дипломсемпе чысларĕ.

Ялти культура çуртĕнче ĕçлекенсем те уява пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вера Довиденко çĕкленỹллĕ ташăсемпе тыткăна илчĕ. Культура тата спорт мероприятийĕсене ял халăхĕ хастар хутшăнчĕ. Çакă савăнăçа пысăклатрĕ, пĕр-пĕрне çывăхлатрĕ. Уяв вĕçĕнче çавра сĕтел хушшине ларчĕç, çут çанталăкра пĕçернĕ апат техĕмлĕ пулчĕ.

Ясная Поляна çак ене чапа кăларнă паллă çынсемпе пуян. Вăл шутра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ С.Шалтынов, "За верность долгу и Отечеству" медальпе наградăланнă В. Федоров, çавăн пекех В.В.Симуковпа В. П. Симуков Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ орденне тивĕçнĕ.

Историрен

Вăрманхĕрри Шăхальпе Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакансем куçса 1928 çулта Апрушнай поселокĕ йĕркелесе яни паллă. 1931 çулта вăл Ясная Поляна ята илнĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика