Ăрăва тăсакансемпе савăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 11.08.2023, 15:43 Просмотров: 326

- Пушă вăхăтра алла ĕç тытсан шухăш ун çине каять. Хуйхă-суйхă сĕвĕрĕлет. Вăхăт иртни сисĕнмест, пĕчченлĕхе туймастăн, кичемлĕх пусмасть тата ытти те. Кăмăлтан пурнăçласан вара ĕçĕ юрăхлă пулать. Халиччен стена çумне çапакан тĕрĕсене мĕн чухлĕ ỹкернине, урана тăхăнмалли чешкисене мĕн чухлĕ çыхнине шутласа та кăларас çук,- тет Ишлĕ ялĕнче пурăнакан Аниссия Карзакова картишĕнчен пỹрте кĕмелли алăк умĕнче рама ăшĕнче çакăнса тăракан лап вырттарса тĕрленĕ тĕррисене кăтартса. Темиçе çул каярах тĕрленĕ пулсан та илемлĕ вĕсем. Тĕсне çухатман. Ура айне сарнă кавирĕ те алăпа ăсталанăскерех. Ăна хĕреслĕ тĕрленĕ. Калăпăшĕ те пĕчĕк мар.

- Халĕ çынсем ытларах вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси çине куçнă. Куçсем "тарнăран" сайра тыткалатăп. Камăн та пулсан çавра юбилей, е ытти паллă пулăм пулсан çеç парнелемешкĕн хатĕрлетĕп,- тет калаçăва малалла тăсса Аниссия Алексеевна.

Пилĕк ача çуратса ỹстерсе тăршшĕпех фермăра ĕçленĕ, çавах алă ĕç тума вăхăт тупайнă ял хĕрарăмĕ. Çитĕннĕçем хĕрĕ те явăçса пынă. Алманчă ялне качча тухнăскер халĕ ку енĕпе амăшĕнчен те ирттерет. Чĕнтĕр йĕппипе салфеткăсем нумай çыхать. Выльăхсен, пуканесен кỹлеписене ăсталать. Почтальонкăра ĕçлекенскер вăхăтне тупать.

 Почта ĕçĕпе çыхăнни тата та пур çемьере. Шупашкара тĕпленнĕ Андрей çыхăну уйрăмĕсене хаçат-журнал, тавар валеçет.

Икĕ ывăлĕ çар çынни Карзаковсен. Костьăпа Сергей пурнăçне унпа çыхăнтарнишĕн пĕртте ỹкĕнмеççĕ.

Алексей вара ялта. Уйрăм çуртпа пурăнать пулин те тĕп киле куллен тенĕ пекех килсе çỹрет. Пĕр тăванĕсем пулăшнипе кăçал хуралтисене çĕнетрĕç. Мунчана та пỹртренех каймалла турĕç. Амăшне пур çăмăллăхпа та усă курма майсем туса пама тăрăшаççĕ.

Çиччĕмĕш теçеткене вакланă пулин те Аниссия Алексеевна вашават-ха. Çурт умĕнче мĕн тĕрлĕ чечек ỹсмест. Картишĕнче те пур вĕсене валли вырăн. Пысăк выльăхсем тытманран утма çул икĕ енĕпе ятарлă савăтсем çинех вырнаçтарнă чечексене.

Пỹртре те чечек çителĕклех. Вĕсене çитĕнтерме ỹркенмест. Ачисем, мăнукĕсем килсен те кăмăллă. Илем кама илĕртмест-ха.

Шел, мăшăрĕ çак ырлăха кураймарĕ. Вăл пурнăçран уйрăлни те 18 çул ĕнтĕ.

 9 мăнук çитĕнет паян Аниссия Алексеевнăн. Мĕн тери савăнать вĕсемпе асламăшĕ, кукамăшĕ. Кинĕсене хĕрĕ, кĕрỹшне ывăлĕ вырăнне хурса йышăнчĕ вăл. Паян пурне те пĕр çуртра ỹссе çитĕннĕ пекех туять. Пурте пурнăçа тытса пыма пĕлеççĕ. Икĕ кинĕ - журналист. Апат-çимĕç хатĕрлессипе, пахча-çимĕçе хĕл валли маринадлас, тăварлас енĕпе хунямăшĕнчен те ирттереççĕ, тет.

Çуллахи пурнăç килĕшет ялта. Вăрман çывăхĕнче уçă сывлăш. Пахча тулли çимĕç çитĕнет. Ир тăрсан кун иртни те сисĕнмест. Çак ырлăхпа киленсе, ывăл-хĕрне, мăнукĕсене савăнтарса сывлăхпа нумай пурăнма ĕмĕтленет ĕç ветеранĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика