Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа тата "Вуламалли вăхăт. 2023 çулхи çăва - кĕнекепе" ача-пăча программине пурнăçа кĕртес тĕллевпе Илен кунĕнче Тăрăн ял библиотекипе культура çурчĕн ĕçченĕсем пĕрлехи мероприяти ирттерчĕç. Унта ватти те, вĕтти те хутшăнчĕ.
Малтанах Илен кунĕн историйĕпе паллаштарчĕç. Халăх сăнаса пыракан самантсене аса илчĕç. Ачасене "Илен кунĕнчен шыв сивĕнет", "Илен кунĕнчен çĕр вăрăмланать", "Павăлпа Петĕр пĕр сехет, Илья пророк икĕ сехет куна вăрларĕ" тени тата ыттисем питех те интереслентерчĕç.
Мероприяти урама куçрĕ. Унта çĕр улминчен хатĕрленĕ апат-çимĕç куравне йĕркеленĕ. Ĕлĕкрен çĕнĕ çимĕçе пуçласа çак кун çинĕ. Усăллă-çке çĕр улми. Унран клей, крахмал, глюкоза тата ыттине те тума пулнине пĕлчĕç ачасем.
Малалла вăйăсем пуçланчĕç: "Вĕтĕ çĕр улми", "Çĕр улми тăрри", "Вĕри çĕр улми", "Çĕр улми пуçтар". Викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç. Ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Кайран пурте пĕрле çĕр улми çирĕç. Çĕнтерỹçĕсем парнесене тивĕçрĕç.
Нина МАЗЯКОВА
Ноябрь 2024 |