Ачасене вĕтĕ шатра тухиччен ỹслĕк, куçăн çиелти витĕмĕ шыçăнни, ỹт температури ỹсни палăрать. Çавăнпа та малтанхи 2-3 кун хушшинче вĕсен çăвар ăш-чиккине тимлĕн сăнаса тăмалла. Хĕрлĕ шатрапа кирек хăш ỹсĕм çулĕнче те чирлеме пулать. Прививка тутармасан вара 1-5 çулсенчи ачасене çулăхать. Çулталăк тултаричченхи çитĕнекен ăрăва хĕрлĕ шатра аптратсах каймасть. Сывă ачасем чире парăнсах тăмаççĕ.
Чир ан çулăхтăр тесен, паллах, прививка тутармалла. Ачасене ăна 12 уйăхра чухне пĕр хутчен, 6 çула çитсен тепĕр хутчен тăваççĕ. Вакцина яртарманнисене ытти ỹсĕм çулĕнче те прививка тума пултараççĕ. Хĕрлĕ шатра вирусĕ иммунитета хавшатать. Ытти чир-чĕре пуçарма пултарать.
Чирлĕ ачана шĕвек нумай ĕçтермелле. Çăмăлрах апат çитермелле. Сывлăш температурине чакарма тăрăшмалла. Сăмсана, куçа ямалла. Çăвар ăш-чиккине чỹхеттермелле. Паллах, çаксене тухтăр сĕнĕвĕпе пурнăçламалла. Йывăртараххисене вара больницăра вырттарсах сиплемелле. Чир шала каясран асăрханмаллах. Ỹпке шыççи пуçланма, хăлхана витĕм кỹме пултарать тата ытти те.
Антонина ЧЕРНОВА, тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ
Ноябрь 2024 |